Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кашкӑр Микули

Кашкӑр Микули (чӑн ячӗ Волков Николай Григорьевич), — сӑвӑҫ, юрӑҫ. 1881 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Комсомольски районӗнчи Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралнӑ. 1946 ҫулта вилнӗ.

Пурнӑҫӗ

Вулама-ҫырма хӑй тӗллен вӗренме тивнӗ. 1915-1921 ҫулсенче ҫарта пулнӑ, пӗрремӗш тӗнче тата граждан вӑрҫисене хутшӑннӑ.

Ӗҫӗсем

1934 ҫулта ӑна шалкӑм ҫапнӑ. Ҫакӑн хыҫҫан сӑвӑсем, калавсем, юмахсем хайлама пуҫланӑ. Вӗсем Шупашкарти хаҫат-журналта пичетленнӗ. 1940 ҫулта унӑн сӑввисене Чӑваш поэзиӗн антологине кӗртнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтенче ватӑ сӑвӑҫ сасси уйрӑмах янраса кайнӑ. «Тӗп пултӑр фашист!» пек сӑвӑсем чылай. Унӑн 1947 ҫулта «Сӑвӑсемпе юмахсем» кӗнеке тухнӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Кашкӑр Микулипе тӗл пулнӑччӗ (Ваҫлей Давыдов-Анатри)


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-16 13:32:44 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8545 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем